Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Пулӑ пуҫӗнчен ҫӗрет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Сӑмах пайӗсене пӗр йеркерен тепӗр йӗркене куҫарасси (ОП)

Чӑваш чӗлхи орфографиӗн тӗп правилисен пайӗ.

82§. Сӑмахӑн пӗр йӗркене кӗреймен пайӗсене тепӗр йӗркене куҫарнӑ чухне сӑмах сыпӑксем ҫине мӗнле пайланнине асӑрхаса куҫармалла: ла-ша, са-ма-на, кӗ-не-ке, тух-тӑр, ҫӑ-кӑр, пӗ-лес-шӗн, ат-те, юр-ри, те-лӗн-тер-мӗш.

Асӑрхаттарни. Хупӑ сасӑ пӗрлешӗвӗсене тӗрлӗрен уйӑрма пулать: ҫӑр-ттан е ҫӑрт-тан, ыранч-чен е ыран-ччен, ҫӗнӗ-лле е ҫӗнӗл-ле.

83§. Пӗр сас паллине сӑмахран уйӑрма юрамасть.
84§. Ъ, ь паллӑсене хӑйсен умӗнчи хупӑ сас паллисенчен уйӑрмалла мар: тухья-па, мӑрь-ерен, шинель-пе, мӑкӑнь-лӗ.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-02-19 00:26:13 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3891 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем